Паян, Конституци кунӗнче, ҫӗршывӗпех Пӗрлехи йышӑну кунӗ ирттерчӗҫ. Чӑваш Енӗн Правительствин ертӳҫи Иван Моторин паян Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем премьер-министрпа шкул ыйтӑвне хускатнӑ. Аса илтерер, кивӗскере кӑҫал хупнӑччӗ. Ачасене шкул автобусӗпе ҫывӑхри Муркаш тата Ҫатракасси шкулӗсене автобусӗпе турттараҫҫӗ.
Кашмашсене республика Правительствин ертӳҫи 2022—2023-мӗш шкулсенче тума палӑртнине пӗлтернӗ. Анчаз кашмашсем унчсен кӗтесшӗн мар иккен, вӗсем шкула ҫитес ҫул тутарасшӑн. Республикӑран кайнӑ тӳре-шарана 1931 ҫулта хӑпартнӑ шкул вӗренме юрӑхлӑ тесе каласа ӗнентерме хӑтланакансем те тупӑннӑ.
Иван Моторин кашмашсене яла пырса шкула тепре хаклама шантарнӑ.
Муркаш районӗнче тилӗ тытакансене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Унтисем ҫакна тискер ҫак чӗрчун шучӗ юлашки вӑхӑтра йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсем тилӗрен урнӑ чир ҫаклатма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑрманта пурӑнакан чирлӗ чӗрчун тепӗр чух яла, уйрӑм хушма хуҫалӑха пырса кӗрет.
Тилӗ тытакансене хавхалантарма кӑҫал муркашсем хыснара 13,5 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫана кама тӳлессине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи йышӑнура палӑртса хӑварнӑ.
Тилӗ тытсан ӑна Выльӑх чир-чӗрӗпе кӗрешекен Муркаш районӗнчи станцие кайса памалла. Пӗр пуҫшӑн 450 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен муниципалитетра 41 тилӗ тытнӑ. Уншӑн сунарҫӑсене укҫан хавхалантарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Муркаш районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи 6-мӗш фестиваль-конкурс иртрӗ. Хӑнасене 2-мӗш класс ачисем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Данилова Алина Николаевна ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑх кӗвви-юррине ӑша хывма тӑрӑшать. Юрӑ-ташӑ илемлӗхне тытса пыма Кондукторова Надежда Максимилиановна пулӑшать.
Фестивале Ершова Татьяна Аркадьевна уҫрӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑнасен умӗнче Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн информаципе методика центрӗн ертӳҫи Ершова Ирина Александровна тухса калаҫрӗ. Иванова Наталия Геннадьевна класс ертӳҫи тата Кондукторова Надежда Максимилиановна илемлӗх ертӳҫи ертсе пынипе 4-мӗш класс ачисем ҫӑварни йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ. Тури чӑвашсен калаҫӑвӗ, ҫӑварни вӑййисем пурне те кӑмӑла кайрӗ.
Фестивале хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ хыҫҫӑн хӗрӳ самант пуҫланчӗ. Конкурса хутшӑнакан вунӑ вӗрентекен те урока питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Калайкасси шкулӗнче ӗҫлекен Колбасова Маргарита Ильинична 8-мӗш класра «Предложенин тӗп тата кӗҫӗн членӗсем» темӑпа урок пачӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем Ивановка ялӗнче пурӑнакан Тимофеевсемпе Христофоровсен ҫемйисенче пулнӑ.
«Вася хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетессишӗн самай тӑрӑшать. Ӑна ашшӗ ятарласа утмалли станок ӑсталаса панӑ, кашни кун вӑл ҫак станок ҫинче утма тӑрӑшать, ҫавӑн пекех ӑна тренажер та илсе панӑ, ун ҫинче те вӑл хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетме тӑрӑшать», — пӗлтерет Москакассинчи культура ҫурчӗн ертӳҫи Г. Голубева.
Пӗлтӗр Вася Атӑлҫи тӑрӑхӗнче сусӑр ҫынсем хушшинче ирттернӗ «Бочча» спорт вӑййинче пӗремӗш вырӑна тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе вӑл Муркаша бассейна та ҫӳрет иккен.
Вася музыкӑна ҫав тери юратать иккен. «Вальс кӗвви янӑраса кайсан Васьӑпа та ташласа илтӗмӗр», — пӗлтернӗ Г. Голубева.
Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗн Аркадий Андреевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче 50 ҫул каялла ҫуралнӑскере асӑннӑ район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Игорь Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Уява ҫавӑн пекех райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, Муркаш районӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Игорь Николаев муркашсем хирте тата фермӑра кӑна мар, сцена ҫинче те пултаруллине палӑртнӑ.
Аркадий Андреев Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. 1993 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрне артиста вырнаҫнӑ.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем вырӑнти пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, унта нумаййӑн алӑ пуснӑ. Ҫырура ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Сакккунпа килӗшӳллӗн, тӳре-шаран унашкал ҫырусене 30 кунра хуравламалла. Анчах Ильинка ял тӑрӑхӗн халӑхӗ вырӑнти пуҫлӑхран хурав кӗтсе илеймен. Пуҫлӑх саккунра кӑтартнӑ срокра ҫырӑва хуравласа ӗлкӗреймен.
Ку – саккуна пӑсни. Ҫавна май Муркаш районӗн прокуратури Ильинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна РФ КоАПӗн 5.59 статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑхӑн вӑхӑтра хурав паманшӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Муркаш рсйонӗнчи Юнкӑри культура ҫуртӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куракансем валли чаршав уҫӑлнӑ. Ҫавна май унта «Яланах театр» кану каҫӗ иртнӗ.
Сцена ҫине культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юнкӑ» драмкружока ҫӳрекен артистсем тухнӑ. Ҫакӑнпа драмкружок хӑйӗн театр сезонне пуҫланӑ. Сцена ҫине ташӑ кружокне ҫӳрекен ачасем те хӑпарнӑ. Кану каҫӗнче тӗрлӗ сценкӑсам, шӳтсем, анекдотсем пулнӑ.
Н. Сидоров ҫырнӑ «Пуҫа килсен пуҫана» комедири тата Г. Скворцовӑн «Мыскарасӑр туй пулмасть» сыпӑксене куракансем кӑмӑлпах йышӑннӑ. «Кин килчӗ» тата «Аполлон статуя» шӳтснм е куракана килӗшнӗ.
Драмкружока ҫӳрекен А. Яргунькина ҫырнӑ «Упрасччӗ аннене» тата «Тӑвас марччӗ йӑнӑш» сценкӑсенче куракана валли пӑлханмалли тата пурнӑҫра шухӑшлаттаракан самантсем пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Михаил Семенова халалласа тӗрлӗ регионсенчи ҫамрӑк эстрада юрӑҫисен хушшинче Х-мӗш конкурсӗ иртнӗ. Унта Муркаш райтнӗнчи Москакасси культура ҫуртӗнчи «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи Радимир Семенов та хутшӑннӑ.
Конкурс 4 сехет тӑсӑлнӑ. «Тӳресем конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ хушӑра, ытти юрӑҫсепе пӗрле, Мосакаксси культура Ҫуртӗнче «Шуҫӑм» ушкӑнра вӑй хуракан Сергей Николаев залра ларакансене илемлӗ юррисемпе хавхалантарчӗ. 24 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Р. Семенов «Юр пӗрчи» юррипе, жюри членӗсене тыткӑнласа I степенлӗ лауреат ятне илсе ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. С. Николаева та ҫак конкурса йӗркеленӗ ҫӗрте пулӑшу парса тӳпе хывнӑшӑн, тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарчӗҫ», — тесе хыпарлать Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г. Голубева.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Муркашра «Муркаш пики — 2017» районти конкурс иртнӗ. Илемлӗх ӑмӑртӑвне 10 ял тӑрӑхӗнчен: Муркаш, Катькас, Ярапайкасси, Чуманкасси, Шетмӗпуҫ, Хӗтеркасси, Юнкӑ, Оринин, Москакасси, Турай — енчи хӗрсем хутшӑннӑ.
Хӗрсене тӳре пулса «Строительство материалӗсен комбиначӗ» предприятийӗн пуҫлӑхӗ Павел Вязовӗ, райадминистрацин культура, архив ӗҫӗн тата туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Рената Ананьева, Чӑваш наци конгресӗн районти пайӗн пуҫлӑхӗ, 2016 ҫулта «Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ Наталия Николаева, Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Давыдов хакланӑ.
«Муркаш пики — 2017» ята Муркашри Арина Тихонова ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |